Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Бичурин тата хальхи самана» музейра Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗ тата паянхи литература» темӑпа лару ирттернӗ. Ларӑва Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем, ЧНКн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.
Пухӑннисене Шупашкар район пуҫлӑхӗ, ҫав районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Алевтина Исаева, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНКн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн правленийӗн ертӳҫи Ростислав Данилов саламланӑ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров чӑваш кӗнекисене вулавӑшсене туянса пама районта чылай укҫа уйӑрнине пӗлтернӗ.
«Хӗрарӑм политикӑра тата обществӑлла ӗҫре» темӑпа Чаваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова питӗ интереслӗ тишкернӗ. Хӗрарам вырӑнӗ кӑмака умӗнче кӑна мар, политикӑра та паллӑ вырӑн йышӑнма пултарнине палӑртнӑ. Анчах та паянхи куна илсессӗн политикӑра хӗрарам сахал тенӗ вӑл. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатӗнче виҫӗ хӗрарӑм ҫеҫ, район администрацийӗн ертӳҫисен хушшинче пӗр хӗрарам та ҫук.
Шупашкар район сучӗ 38 ҫулти усламҫӑ-хӗрарӑма тата унӑн мӑшӑрне юрӑхсӑр ҫурт тунӑшӑн айӑпламалла тунӑ. Хайхин хӑтланкаларӑшне тӳресем ултав вырӑннех хурса хакланӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арӑмӗпе упӑшки 2008 ҫулта Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче ҫурт хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе вӗсем ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑ та юпа уйӑхӗнче вӗҫленӗ. Пӗр пӳрт те мар, иккӗ. Ҫурта вӗсем керамблокран хӑпартнӑ. Хӑйсене пурӑнма тесе мар. Каярах сутса яма. Ҫурта хӑпартма йӳнӗрех лартӑр тесе мӑшӑр вӑл тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсене явӑҫтарнӑ. Лешсен вара ятарлӑ квалификаци тавраш пулман. Пӳрте туса пӗтернӗ-ха. Анчах ҫурт хӑрушсӑрлӑх нормисене пӑхӑнса тӑман иккен. Апла пулин те ҫаврӑнӑҫуллӑ мӑшӑр икӗ пӳрте те сутса янӑ. Уншӑн вӗсем 4,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ.
Тата вӗсем пӳрте туянакан хӗрарӑма ҫӗрпе нимӗнле ыйту та сиксе тухмасть тесе улталанӑ. 400 пин тенкӗ тӳлесен ыйту татӑласса шантарнӑ. Анчах ку укҫа хӗрарӑма нихӑш енчен те тӗкӗ кӳмен — ҫӗрӗ мӑшӑрӑн харпӑрлӑхӗнче пулман.
Ултавҫӑ мӑшӑра суд 250-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Георгий Федорович Орлов — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. Пурӑннӑ пулсан паян 90 ҫул тултарӗччӗ. Ӑна асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ.
Ялти клуба чылаййӑн пухӑнчӗҫ: ӑна пӗлекенсем, кӳршисем, ҫамрӑксем. Чӑрӑшкасси ялӗнчи вулав ҫурчӗн ертӳҫи Е.Г. Иванова поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавпа паллаштарчӗ, шкул ачисем Георгий Орлов ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. Ялти фольклор ушкӑнӗ Г.Орловӑн сӑввипе кӗвӗленӗ «Ҫӗмӗрт» тата ытти юррисемпе савӑнтарчӗ.
Сӑвӑҫа манманни, унӑн ячӗ малашне те асрах юлассине шанаҫҫӗ ял ҫыннисем.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва хускатиччен Шупашкар районӗнче ытларикун пулнӑ инкек пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер яваплӑ службӑсем инкекре тӗрӗс те профессилле ӗҫленине палӑртнӑ. Инкеке пӗтерме 77 ҫын, 20 техника, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен 7 машина пырса ҫитнӗ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Инкек кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулнӑ. Ҫӑлав ӗҫӗсене 18 сехет тӗлне пӗтернӗ иккен.
«Инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлӗҫ, экспертиза ирттерӗҫ. Анчах чи хӑрушши — эпир ҫынсене ҫухатни. Шар курнисем пур. Ку вӑл пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӳрленми ҫухату тӳссе ирттернисен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире.
Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ.
М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ.
Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран.
Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ.
«УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен.
Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ.
Шупашкар районӗнче ветеринари правилисемпе нормисене пахӑнманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Районти ветеринари службин ӗҫченӗсем чылай йӗркене пӑснӑ-мӗн.
Ишекре ветеринари участокӗ пур. Анчах вӑл ӑҫта вырнаҫнӑ? «Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци» патшалӑх служби «Ёлочка» ача пахчин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ иккен.
Паллах, ку — ветеринари йӗркисене пӑсни. Кунти ветеринари участокӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа чирлӗ чӗрчунсене регистрацилемелли журнала тытса пымаҫҫӗ. Вакцинаци ирттернине кӑтартакан актра иммунизаци тунӑ йытӑсен хуҫисен адресӗсене те кӑтартман.
Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Паян Шупашкар районӗнче, М7 федераци ҫулӗ ҫинче, Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче, пысӑк инкек пулнӑ. Унта кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. Инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ, саккӑррӑн пульницӑна лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке Skoda автомобиль водителӗ кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Водитель правине нумаях пулмасть илнӗскер ҫула май пыракан MAN грузовика пырса ҫапӑннӑ. Лешӗ вара, йывӑрскер, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Шупашкар–Ҫӗрпӳ» маршрутпа пыракан "Peugeot" пӗчӗк автобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке ҫавӑн пекех «Пежо» тата АвтоВАЗӑн 99-мӗш модельлӗ машини лекнӗ.
Ку инкеке куҫҫульсӗр пӑхма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ ӑна курнисем. ГАЗель хыпса илнӗ хыҫҫӑн виҫӗ пассажир тата водитель чӗрӗллех ҫунса кайнӑ.
Паян кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартнипе ҫул пӑрлакланма пултарнӑ текенсем те пур.
Сӑнсем (13)
Уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакне утӑ уйӑхӗнчен 1-мӗшӗнчен тытӑнса уннӑ пахалӑхне кура тӳлеме тытӑнмалла. Ку шухӑша Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере Шупашкар районӗнче пулнӑ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов та ку шухӑша палӑртнӑ иккен. Район администрацийӗн ларусен залне ветеринарсене, сӗт пухакансене пухсах ҫавӑн пирки ӑнлантарнӑ.
Республикӑра ял хуҫалӑх предприятийӗсем сӗт сутасси ӳссе пырать иккен-ха, анчах уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче ӗне тытакансем чакнӑ май сӗт сутасси те чакать-мӗн. Кунта ҫынсенчен сӗте йӳнӗрехпе туянни те витӗм кӳрет пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӑхран сӗт пахалӑхӗ тивӗҫтерменни пирки те калаҫҫӗ. Пухаканӗсем ҫынсем сӗте шывпа тата ыттипе хушаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ иккен, ҫыннисем вара сӗт пуҫтараканӗсем сахалтарах тӳлессишӗн вӗсем ҫине йӑвантарасшӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
10 кунта пӗрре сӗт пахалӑхне тӗплӗн тӗрӗслесен, 10 кунта пӗр-икӗ хутчен сӗтри ҫу хисепне виҫсен йӗрке пуласса шанаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкар районӗнче халӑхран сӗте 5 организаци пуҫтарать иккен.
«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче шкул ачисемпе литература сехечӗ иртнӗ. Унта Николай Карайӑн «Мучи пӗви» калавне сӳтсе явнӑ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче вулавӑш ӗҫченӗ кӗнеке авторӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Николай Карай — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, педагог. Ачасем Карай мӗне пӗлтернине те чухланӑ. Вӑл Красноармейски районӗнчи ял, унта автор ҫуралнӑ.
Николай Карай Раҫҫей писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Нестер Янкас преми лауреачӗ. Вӑл ачасем валли чылай хайлав ҫырнӑ: «Ураллӑ купӑс», «Туссемпе пӗрле», «Шӑллӑм» тата ыттисем.
Николай Дмитриевичӑн вӗрентсе калакан хайлавӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. «Сана мӗн ӗҫ?», «Мучи пӗви» калавсенче автор экологи темине хускатать. «Ҫакӑнтахчӗ», «Кӑнтӑра вӗҫни» калавсене иронипе ҫырнӑ, вӗсем шухӑша путараҫҫӗ.
Тӗлпулура ачасем вулавӑш ӗҫченӗн ыйтӑвӗсене хаваспах хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |